Тĕллев - çынсен сывлăхне упрасси

"Хыпар"
"Хыпар", № 10, 10.07.2010 г.

Чăваш Республикин Медицинăри ятарлă страховани территори фондне граждансенчен медстраховани полисĕпе тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕ илессипе çыхăннă нумай ыйту /çав шутра - «хĕрÿ лини» телефонĕпе те/ килет: пациент врача, медицина учрежденине суйласа илме пултарать-и, медицинăри ятарлă страховани /ОМС/ полисĕ мĕнле майсем парать, муниципалитет поликлиникин врачĕ тÿлевсĕр диагностикăна кайма направлени памасан мĕн тумалла, медицинăри ятарлă страховани полисĕпе ытти регионти сиплев учрежденийĕсенче медпулăшу ыйтма юрать-и? Çак ыйтусене хаçат урлă фондăн ĕç тăвакан директорĕ Людмила ДАНИЛОВА хуравлама килĕшрĕ.

 

- Чи малтанах, - терĕ Людмила Павловна, - çакна палăртмалла: Раççей Конституцийĕпе килĕшÿллĕн кашни гражданинăн сывлăхне сыхламалли тата медицина пулăшăвĕпе усă курмалли право пур. Тÿлевсĕр медпулăшăвăн гарантиленĕ калăпăшĕпе РФ Граждансене тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕ памалли патшалăх гарантийĕсен программипе килĕшÿллĕн тивĕçтереççĕ. Чăваш Ен те тивĕçлĕ Программăна çуллен çирĕплетет, Медицинăри ятарлă страховани территори программи унăн тĕп пайĕ пулса тăрать.

 

Медицинăри страхованийĕн полисне илнĕ кашни гражданинăн ОМС тытăмĕнче ĕçлекен кирек хăш медицина учрежденийĕнче тÿлевсĕр, çÿллĕ шайри тата паха медицина пулăшăвĕпе усă курмалли право пур. Çынна кÿнĕ медпулăшăва медицина учрежденийĕ шута илет, страхлакан медицина организацийĕнчен уншăн тÿлеме ыйтать. ОМС системинче укçа пациент хыççăн пырать: гражданин ОМС полисĕпе медпулăшу илнĕ - страхлакан медицина организацийĕ /страховщик/ пулăшу ĕçĕшĕн çирĕплетнĕ тарифпа тÿлеме тивĕç.

 

Паллах, медпулăшу ыйтнă май кашни гражданинăн хăйĕн прависемпе тивĕçĕсене пĕлмелле. Пациентăн тĕп тивĕçĕ - поликлиника регистратуринче е больницăра кирлĕ документсем кăтартасси: кам пулнине ĕнентерекен документ, обязательнăй медстрахованин вăйра тăракан полисĕ. Медицина учрежденийĕн вара пациента Медицинăри ятарлă страховани территори программипе килĕшÿллĕн медпулăшу кÿмелле. Çав шута психиатрисĕр, туберкулезсăр, венерологисĕр, васкавлă тата пысăк технологисен шайĕнчи пулăшусăр /ку ĕçсем валли бюджетран кăна укçа уйăраççĕ/ пуçне мĕн пур йышши чирсенчен сиплесси кĕрет.

 

Пациента тÿлевсĕр тивĕçтермелли мĕн пур медпулăшăва, çавăн пекех медикаментсемпе медицина тĕллевĕллĕ изделисене Чăваш Республикинче Граждансене тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕ памалли патшалăх гарантийĕсен программинче кăтартнă. Ку документа Чăваш Республикин Медицинăри ятарлă страховани территори фончĕн республикăри кашни медицина учрежденийĕн поликлиникинче, стационар уйрăмĕсенче вырнаçтарнă стенчĕсем çинче, вĕсенчи буклетсенче, çавăн пекех Территори фончĕн www.foms.chuvashia.ru сайтĕнче тупма пулать.

 

Медицина учрежденийĕн пациента тÿлевсĕр медпулăшу илмелли майсем пирки тулли информаци памалла. Чирлĕ уйрăм çын тĕлĕшпе пурнăçламалли диагностикăпа сиплев ĕçĕн калăпăшне сиплекен врач палăртать, Медицинăри ятарлă страховани территори программипе килĕшÿллĕн медицина пулăшăвĕ кÿрессине вăйра тăракан стандартсене пăхăнса пурнăçламалла.

 

Медицина кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн васкавлăх кирлĕ мар пулсан пациент пĕтĕмĕшле черетпе тĕрĕсленет, сипленет. Планпа пăхнă медицина пулăшăвне кĕтмелли вăхăта Патшалăх гарантийĕсен программипе çирĕплетнĕ: 14 кунран ытла мар - амбулаторири консультаципе диагностика, 45 кунран ытла мар - стационар пулăшăвĕ тĕлĕшпе, 7 кунран ытла мар - кăнтăрлахи стационар условийĕсенче кÿрекен пулăшу тĕлĕшпе.

 

Çапла вара сиплекен врач палăртнă тата Медицинăри ятарлă страховани территори программинче шута илнĕ чирсем тĕлĕшпе кÿмелли медицина пулăшăвĕн стандартне кĕрекен мĕн пур пулăшупа вăхăтра ОМС укçипе тÿлевсĕр тивĕçтермелле.

 

Медицинăри ятарлă страхованин страхлакан медицина полисĕ Раççей Федерацийĕн пĕтĕм территорийĕнче вăйра тăрать. ОМС территори фончĕсем çĕршывăн пĕтĕм территорийĕнче ОМС программин калăпăшĕн шайĕнче Раççей гражданĕсен никĕс шайĕнчи медицина пулăшăвĕ илмелли прависене тивĕçтереççĕ. Çав шутра - çын ялан пурăнакан вырăнтан инçетре те. Раççей Федерацийĕн алăра ОМС полисĕ пур кашни гражданинĕ страховани территорийĕн тулашĕнчи сиплев учрежденийĕнчен пулăшу ыйтсан ОМС шучĕпе тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕ илме пултарать. Çакăн пек чух Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен хушшинчи кÿнĕ медицина пулăшăвĕшĕн пĕр-пĕрне тÿлессине ОМС территори фончĕсем пурнăçлаççĕ.

 

Хăйĕн прависене пăссан /çав шутра медицина учрежденине суйласа илессипе çыхăннă тĕслĕхре/ гражданинăн чи малтанах сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕн ертÿçинчен пулăшу ыйтмалла. Ытларах чух тавлашăва больница шайĕнчех татса параççĕ. Татса параймасан çынна страхланă страховани компанийĕнчен е Чăваш Республикин Медицинăри ятарлă страховани территори фондĕнчен пулăшу ыйтмалла, вĕсемпе çыхăнмалли телефонсене те медицина учрежденийĕсен стенчĕсем çинче, Чăваш Республикин Медицинăри ятарлă страховани территори фончĕн буклечĕсенче тата официаллă сайтĕнче тупма пулать. Сайтра çавăн пекех страхлакан медицина организацийĕсен представительствисен ĕç-хĕлĕ çинчен калакан информацие, ĕç графикне вырнаçтарнă, вĕсен специалисчĕсем ятарлă медстраховани полисĕпе тÿлевсĕр медпулăшу илес ыйтусемпе консультаци парĕç.

 

Унсăр пуçне Чăваш Республикин Медицинăри ятарлă страховани территори фончĕн «хĕрÿ лини» телефонĕ те пур - /8352/ 63-29-46. Унпа граждансем хăйсен обязательнăй медстрахованипе çыхăннă прависем тĕлĕшпе шăнкăравласа ыйтусем пама пултараççĕ.

 

Меллĕ самантпа усă курса медицинăри ятарлă страховани системин малашлăхĕ пирки каласа хăварасшăн. «Раççей Федерацийĕнчи медицинăри ятарлă страховани çинчен» саккунăн РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думине тăратнă проектĕнче Раççей гражданĕсене финанс енĕпе шайлашуллă медицина пулăшăвĕ кÿмелли патшалăх гарантийĕсемпе тивĕçтермелли, ОМС шучĕпе страхланă граждансен прависене анлăлатмалли, страхлакан медицина организацийĕсемпе медицина учрежденийĕсене ресурссемпе тухăçлă усă курма хавхалантармалли условисем йĕркелеме палăртнă.

 

Граждансен страхлакан медицина организацине суйласа илмелли е улăштармалли право пулĕ. Халĕ суйламалли право, тĕрĕссипе, вĕсен страхователĕсен аллинче. Медицина страхованийĕ çинчен калакан хальхи саккунра палăртнă çак правăна çĕнĕ саккун проектĕнче страховщике улăштарма çирĕплетнĕ процедурăсемпе, çавăн пекех ОМС системинче пайăррăн шута илессипе тивĕçтерме пăхнă. Страхлакан медицина организацийĕсен хушшинче вăй илекен конкуренци вĕсене пациентсен прависене хÿтĕлес тата медпулăшу пахалăхне тĕрĕслесе тăрас енĕпе çине тăрса ĕçлеме хистĕ.

 

Хальхи пекех кайран та гражданинăн медицина организацине тата врача /килĕшнине шута илсе/ суйласа илмелли, ОМС системинче ĕçлекен кирек хăш медицина организацийĕнче сипленмелли право пулĕ. Страхланă çынсен пĕр тĕслĕхпе хатĕрленĕ медицина полисĕ пулать, ăна страхлакан медицина организацийĕ улшăннă май улăштарма тивмĕ, вăл Раççейĕн пĕтĕм территорийĕнче вăйра пулĕ.

 

 


n Н.КОНОВАЛОВ çырса илнĕ