Медпулăшу чăрмавсăр пултăр

"Хыпар" № 71/25726 от 21.04.2011 г.
Николай Дмитриев

Чăваш Республикин Обязательнăй медицина страхованийĕн территори фондне обязательнăй медицина страхованийĕн полисĕпе тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕпе усă курассипе çыхăннă ыйту нумай килет. Çав шутра - «хĕрÿ лини» телефонĕпе те. Обязательнăй медицина страхованийĕн полисĕ мĕнле майсем кÿрет, çак полиспа ытти регионти сиплев учрежденийĕсенче е республика тулашĕнчен килекенсен кунта медицина пулăшăвĕ ыйтма юрать-и, федерацин 2010 çулхи ноябрĕн 29-мĕшĕнче «Раççей Федерацийĕнчи обязательнăй медицина страхованийĕ çинчен» йышăннă 326-ФЗ / саккунĕ вăя кĕнĕ май ОМС тытăмĕнче мĕн улшăнчĕ? Çак тата ытти ыйтăва фондăн ĕç тăвакан директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Людмила ДАНИЛОВА хуравлать.

- Чи малтанах çакна каласшăн: йышăннă саккун тĕллевĕ - граждансен тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕ илмелли майĕсен, унпа пурте пĕрешкел усă курма пултарассин гарантийĕсене çирĕплетесси, - терĕ Людмила Павловна. - Халĕ ĕçе кĕртекен модельпе килĕшÿллĕн ОМС тытăмĕнче тĕп вырăнта - страхланă гражданин, ăна кÿнĕ медпулăшу пахалăхĕ. ОМС системинче нимĕнле кисренÿ те, кĕтменлĕх те пулмĕ, улшăнусем ерипен вăя кĕрĕç: Сывлăх сыхлавне çĕнетмелли программăпа килĕшÿллĕн пурлăхпа техника бази çĕнелĕ, сывлăх сыхлавĕнче информатизацие анлă çул пама, медицина пулăшăвне федераци стандарчĕсемпе килĕшÿллĕн кÿресси çине куçма палăртнă.

Унсăр пуçне обязательнăй медицина страхованийĕн тарифĕсемпе ĕçлеме килĕшекен тата медицина ĕç-хĕлне тытса пымалли право пур пулсан кирек хăш медицина организацийĕ те тытăмра ĕçлеме пултарать. Çĕнĕ саккунра сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене çак системăна ирĕк парса мар, хăйсем пĕлтернипе кĕртмелли йĕркене çирĕплетнĕ. Обязательнăй медицина страхованийĕн сферинче ĕçлекен медицина организацийĕсен реестрне кĕресси çинчен калакан пĕлтернине Чăваш Республикин ОМС территори фондне 2011 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕччен пама пулать. Çапла тусан норма докуменчĕсемпе çирĕплетнĕ правилăсемпе 2012 çултан ОМСăн территори программине хутшăнма пулĕ.

Саккун йышăниччен лару-тăру çапларахчĕ: обязательнăй медицина страхованийĕн тытăмĕнче страхланă çын чылай чух страхлакан компани ятне те ас туман, унпа мĕнле ĕçлемеллине те пĕлмен. Саккунра вара страхланă гражданин страхлакан медицина организацине суйласа илме пултарассине палăртнă /2011 çулччен гражданиншăн çак суйлава ĕç паракан тунă/.

Страхлакан медицина организацийĕсем, тивĕçлĕ реестрсене кĕртнĕ медицина организацийĕсем çинчен калакан информацие Чăваш Республикин Обязательнăй медицина страхованийĕн территори фончĕн официаллă сайтне вырнаçтараççĕ.

Сăмах май, саккунра страхлакан организацисен кÿнĕ медпулăшăва тĕрĕслесе тăмалли прависене чылай уçăмлăрах палăртнă. Паянхи пекех вĕсен малашне те хăйсен клиенчĕпе кашни тапхăртах пулмалла, ăна сипленин пахалăхне сăнаса пымалла. Тĕслĕхрен, çын больницăна полиспа килет, унран вара тÿлевсĕр тивĕçтермелли пулăшу ĕçĕсемшĕн укçа ыйтаççĕ. Кун пек чухне çыннăн хăйĕн страхлакан компанине шăнкăравламалла, лару-тăрăва тĕпчеме ыйтмалла. Страховщикĕн унăн прависене хÿтĕлемелле - «адвокат» вырăнĕнче пулмалла.

Маларах страхланнă медицина организацине çын календарь çулталăкĕнче пĕр хут ноябрĕн 1-мĕшĕнчен кая юлмасăр улăштарать. Çийĕнчен çакăн пирки уйрăммăн асăрхаттарасшăн: енчен те страхланă çын страхлакан медицина организацине суйласа илесси /улăштарасси/ çинчен заявлени паман тăк кунашкал çынна вăл маларах страхланнă медицина организацийĕ страхланă шутланать.

Пĕрлехи тĕслĕхлĕ полиссене кăçалхи майăн 1-мĕшĕнчен тытăнса 2014 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен ерипен ĕçе кĕртсе пырĕç. Вĕсене чи малтанах тин çуралнисене, вăл е ку сăлтавпа маларах ОМС полисне илменнисене, çавăн пекех хушамат, ят улăштарсан, территорире гражданин маларах страхланнă компани çук чухне урăх вырăна пурăнма куçсан параççĕ.

Маларах панă полиссем виçĕ çул хушши вăйра пулаççĕ. Çав шутра - вăйра тăмалли вăхăчĕ 2010 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнче е 2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче вĕçленекеннисем те. Медицина организацийĕсем çавнашкал полислă граждансене медицина пулăшăвĕ памашкăн хирĕçлеме пултараймаççĕ.

Урăхла каласан гражданин паян хăйĕн аллинчи ОМС полисĕпе медицина пулăшăвĕ илме пултарать, унăн çак полиса улăштармалла мар.

Çакна та палăртам: обязательнăй медицина страхованийĕн страховани медицина полисĕ Раççей Федерацийĕн пĕтĕм территорийĕнче вăйра тăрать.

Раççей Федерацийĕн алăра ОМС полисĕ /кивви е çĕнни/ пур кашни гражданинĕ страховани территорийĕн тулашĕнчи сывлăх сыхлавĕн учрежденине кайсан ОМС укçин шучĕпе тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕ илме пултарать. Кÿнĕ медицина пулăшăвĕшĕн пĕр-пĕрне тÿлессипе çыхăннă ĕçе территорисен ОМС фончĕсем пурнăçлаççĕ.

Енчен те гражданин хăйĕн прависене, çав шутра медицина учрежденине суйласа илмелли ирĕкне пăснипе тĕл пулсан унăн чи малтанах сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕн ертÿçисемпе калаçмалла. Кунашкал ыйтусене ытларах чух больница шайĕнчех татса параççĕ. Татса параймасан хăйне страхланă страхлакан компанирен е Чăваш Республикин Обязательнăй медицина страхованийĕн территори фондĕнчен пулăшу ыйтмалла. Вĕсемпе çыхăнмалли телефон номерĕсене медицина учрежденийĕсен стенчĕсем çинче, Чăваш Республикин Обязательнăй медицина страхованийĕн территори фончĕн официаллă сайтĕнче тупма пулать.

Унсăр пуçне Чăваш Республикин Обязательнăй медицина страхованийĕн территори фондĕнче «хĕрÿ лини» телефонне йĕркеленĕ - /8352/ 63-29-46. Унпа шăнкăравласа граждансем хăйсен обязательнăй медицина страхованийĕпе çыхăннă прависем çинчен ыйтса пĕлме пултараççĕ, специалистсем кашни саманта тĕплĕн ăнлантарĕç.