Халăх сывлăхĕ - пĕрлехи яваплăх

"Хыпар"
"Хыпар" от 13.05.2009

Обязательнăй медицина страхованийĕ /ОМС/ - патшалăхăн социаллă страховани тытăмĕн тĕп пайĕ, халăхăн социаллă хÿтлĕхĕн тытăмĕнче уйрăм вырăн йышăнать. Пĕр енчен, вăл социаллă страхованин ытти тĕсĕпе - вăхăтлăх ĕçлеменнине пула тупăша çухатнинчен страхланипе, производствăри сарăмсăр тĕслĕхсенчен страхланипе, ыттипе - çыхăннă. Тепĕр енчен, вăл социаллă страхованин çак тĕсĕсенчен халăхăн пысăк йышне пырса тивнипе уйрăлса тăрать.

Калăпăр, 2008 çулта Чăваш Республикинчи ОМС страхланă 1286 пин çынран 92 проценчĕ поликлиника учрежденийĕнче пĕр хут та пулин пулнă, вăтамран вара страхланă кашни çын çавнашкал учреждение 7-8 хут пынă. Республикăри кашни 5 çынран пĕрне талăкĕпех ĕçлекен тата кăнтăрлахи стационарсенче медпулăшу панă.

Паян кашни гражданин ОМСăн страховани медицина полисне илнĕ май медицина учрежденийĕсемпе çыхăну тытассин процесне тулли правăпа хутшăнать, хăйĕн сывлăх сыхлавĕпе çыхăннă прависемпе интересĕсене хÿтĕлемелли юридици никĕсне илет. ОМС полисĕ вара Раççейĕн пĕтĕм территорийĕнче вăйра.

Обязательнăй медицина страхованийĕн уйрăмлăхĕсенчен пĕри - социаллă пулăшăва укçан мар, “натурăпа” пани. ОМС тытăмĕнче укçа пациент хыççăн пырать: гражданин ОМС полисĕпе медицина пулăшу ĕçĕпе усă курчĕ - страхлакан медицина организацийĕ /страховщик/ çак пулăшу ĕçĕшĕн çирĕплетнĕ тарифпа тÿлеме тивĕç. Çапла вара гражданин поликлиникăра врач патĕнче пулнă-и е врач ун патне килне пынă-и, вăл стационарта медпулăшу илнĕ-и е лабораторие кирлĕ анализсем панă-и - çак мĕн пур пулăшу ĕçĕн хакĕ пур. Кÿнĕ кашни медицина пулăшу ĕçне медицина учрежденийĕ шута илет, страхлакан медицина организацине тÿлеме шут тăратать.

Обязательнăй медицина страхованийĕн никĕсĕнче - темиçе тĕп принцип. Пĕрремĕшĕнчен - пĕтĕмĕшлĕх. Раççейĕн мĕн пур гражданинĕн хĕрарăм е арçын пулнине, миçе çултине, сывлăхне, ăçта пурăннине, тупăш шайне пăхмасăр ОМС программине кĕртнĕ медпулăшу ĕçĕсемпе тÿлевсĕр усă курмалли право пур.

Иккĕмĕшĕнчен - общество пĕрлĕхĕ тата социаллă тĕрĕслĕх. ОМС страхланă гражданин тăкакланмасть, страховани укçине хăй тÿлемест. Саккунпа килĕшÿллĕн ОМСăн страховани тÿлевĕсене страховательсем хываççĕ: ĕç паракансем - ĕçлекен граждансемшĕн ĕç укçипе шайлашуллă процентпа, ĕç тăвакан влаç органĕсем - ĕçлемен граждансемшĕн /ачасемпе пенсионерсемшĕн, ĕçсĕррисемшĕн, ыттисемшĕн/. Страховщик медицина пулăшăвĕн тÿлевĕн укçипе гражданин медпулăшу илсен кăна усă курать. Кун пек чух “сывви чирлишĕн тÿлет” принцип пурнăçа кĕрет.

Тĕслĕхрен, гражданиншăн пĕр тапхăр страховани тÿлевĕсем хывнă, анчах вăл медпулăшу ыйтман. Кайран оперативлă пулăшу кирлĕ пулса тухнă, ăна медицина пулăшăвĕ кÿреççĕ, çакăн тăкакĕсене медицина пулăшăвĕ ыйтман граждансемшĕн хывнă тÿлевсен шучĕпе саплаштараççĕ. Çакăнпа пĕрлех кÿрекен медицина пулăшăвĕн калăпăшĕ ОМС тытăмне кĕрекен тÿлевсен виçинчен килмест. Тĕрлĕ тупăшлă, çавна май ĕç паракансем ОМС валли хывакан тÿлевсен тĕрлĕ виçиллĕ граждансен пĕрешкел медицина пулăшăвĕпе усă курмалли право пур. Кунта обязательнăй медицина страхованийĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ тепĕр принципĕ пирки сăмах пырать: “пуянни чухăннишĕн тÿлет”.

Каллех тĕслĕх илсе кăтартам. Уйăхра 7 пин тенкĕ ĕç укçи илекен гражданиншăн ĕç паракан налук шучĕпе уйăхсерен 217 тенкĕ /е çулталăкра 2,6 пин тенкĕ/ страховани укçи тÿлет. Çавна май стационарти сиплевĕн пĕр тĕслĕхĕн хакĕ, урăхла каласан сипленĕ çыншăн сывлăх сыхлавĕн учрежденине куçарса паракан укçа виçи, 3,5 пинрен тытăнса 30 пин тенкĕ таран пулма пултарать. Медицина учрежденийĕсен страхланă граждансене сиплеме каякан, ОМС укçипе саплаштаракан тăкаксен çак виçи страховательсем тата Федерацин ОМС фончĕ дотаци шучĕпе ОМСăн территори фончĕн бюджетне куçарса паракан укçа виçинчен тÿрремĕнех килет.

Уйăхсерен ОМС территори фончĕ страхлакан медицина организацийĕсене, Чăваш Республикинче вĕсем виççĕ, страхланă 1 гражданин пуçне вăтамран 190-200 тенкĕ куçарса парать. Страхлакан медицина организацийĕсем больницăсенчен сипленĕ кашни çыншăн счет илсе укçа тÿлеççĕ. Страхлакан медицина организацийĕсенчен сипленĕ кашни çыншăн килнĕ ОМС укçипе сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсем медицина ĕçченĕсене шалу тÿлеме, пысăк пĕлтерĕшлĕ тата кирлĕ эмелсен переченĕпе тата медицина пулăшăвĕ кÿмелли стандартсемпе килĕшÿллĕн медикаментсем туянма, çавăн пекех чирлисен апатланăвне йĕркелеме тата тĕрлĕ инвентарь /медицина халачĕсем тата чирлисем валли вырăн таврашĕ/ туянма усă кураççĕ.

Чăваш Республикин ОМС системинче пурнăçланă медицина пулăшу ĕçĕсене пайăррăн шута илмелли тытăм туса хуни вĕсен шутне тата хакне тĕрĕс шута илме кăна мар, сиплевпе диагностика процесне уçăмлă тума та май парать. Халăхăн тĕрлĕ сийĕ хĕрарăм е арçын пулнине, миçе çултине, шала кайнă чирсем пуррине тата ыттине шута илсе медпулăшу ĕçĕсемпе усă курни çинчен пухнă кăтартусем медпулăшу тĕслĕхĕсене вĕсен пахалăхне экспертиза тумашкăн суйласа илме май параççĕ. Врач-экспертсем кÿнĕ медпулăшу ĕçĕсен информаци базине яланхи режимпа тишкереççĕ, медпулăшу кÿнĕ май тивĕçлĕ стандартсенчен кăшт пăрăнни те /стационарти сиплевĕн кĕскетнĕ е тăснă вăхăчĕ, иккĕмĕш хут госпитализацилени, поликлиника специалисчĕсем патне кирлинчен сахалрах е ытларах килни тата ыт.те/ лару-тăрăва тĕплĕн тишкермелли сăлтав пулса тăрать.

Палăртни вырăнлă: ОМС укçипе больницăсен медпулăшупа çыхăннă мĕн пур тăкакне саплаштармаççĕ. Медицина ĕçченĕсен шалăвĕн пĕр пайĕпе, коммуналлă, транспорт, çыхăну пулăшу ĕçĕсемпе, пÿлĕмсене юсассипе, медицина оборудованийĕ туянассипе çыхăннă тăкаксен пĕр пайне республика тата муниципалитетсен бюджечĕсен шучĕпе саплаштараççĕ. Унсăр пуçне, медицинăн социаллă пĕлтерĕшлĕ пулăшу ĕçĕсене кÿрекен учрежденисене - васкавлă пулăшу, психиатри, туберкулез, венерологи - бюджет укçипе кăна тытса тăраççĕ. Сывлăх сыхлавĕ валли уйăракан укçан пĕтĕм калăпăшĕн 50 проценчĕ - бюджет тÿпи.

2007-2008 çулсенче Чăваш Республики Раççей Федерацийĕн 19 субъекчĕн йышĕнче сывлăх сыхлавĕнчи медицина пулăшăвĕн пахалăхне ÿстерес тĕллевлĕ “пилотлă” проекта хутшăнчĕ. Çавна май ОМС системинче медицина пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлемелли механизм йĕркелесе пăхрăмăр. Ăна медпулăшу кÿмелли стандартсен никĕсĕ çинче шутласа палăртнă финанс тăкакĕсен нормативĕсене шута илсе хатĕрленĕ. Çĕнĕлĕх никĕсне сиплев учрежденийĕсен мĕн пур тăкакне ОМС урлă саплаштарассине тĕпе хунă.

Пурнăçланă ĕçе тишкерни çакна кăтартать: ОМС системин медицина пулăшу ĕçĕсемшĕн тулли тарифпа тÿлесси республикăра стационарти сиплевĕн пĕр тĕслĕхĕн халиччен йĕркеленнĕ вăтам хакĕнчен 2,4 хут пысăкрах. Çавна май сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсен пĕтĕм тăкакне саплаштарма ОМС системи валли хушма укçа кирлĕ.

Акă мĕншĕн паян обществăра патшалăхăн тÿлевсĕр медпулăшу кÿмелли гарантийĕсене тата вĕсен финанс никĕсне шайлаштарасси, пĕр каналпа укçа уйăрасси, çавăн пекех Раççей Федерацийĕнчи субъектсем тăрăх территорисен обязательнăй медицина страхованине укçа-тенкĕпе тивĕçтересси тĕрлĕ пулнине /çĕршыври тĕрлĕ регионта медицина пулăшăвĕ валли кашни çын пуçне вăтамран уйăракан укçа виçин уйрăмлăхĕ 20 хутран та иртет/ анлăн сÿтсе яваççĕ.

Патшалăх енчен тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕ парассин гарантийĕсемпе тивĕçтерекен пĕрлехи ОМС тытăмне йĕркелессине Раççей Федерацийĕнче сывлăх сыхлавне 2020 çулччен аталантармалли концепцин, Раççейĕн Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви хатĕрленĕскерĕн, никĕсне хывнă. Концепцире ĕçлекен граждансемшĕн ОМС валли каякан страховка укçин виçине ĕçшĕн тÿлемелли фондăн 3,1 процентĕнчен 5,1 проценчĕ таран ÿстерме, çавăн пекех ĕçлемен çынсемшĕн ОМС валли каякан тÿлевсене йĕркелемелли механизма палăртнă. Çакă системăна укçа-тенкĕпе пуянлатас ыйтăва татса пама май парĕ.

Медицина страхованийĕн тухăçлă тытăмне çĕршыв экономикин финанс инфраструктурин пысăк пĕлтерĕшлĕ пайĕ вырăнне хурса малалла аталантарни халăхăн страховани хÿтлĕхне вăй памалли условисемпе майсене йĕркелеме, кÿрекен медицина пулăшăвĕн шайне çĕклеме, ăна пациентпа çывăхрах тума, икĕ енĕн - чирлисен хăйсен тата медицина ĕçченĕсен - сывлăх сыхлавĕнчи яваплăхне çирĕплетме пулăшĕ.