“СЫВЛĂХ” ПРОЕКТ ВИТĔМЛĔ ПУЛĂШУ КŸРЕТ

"Хыпар"
"Хыпар" N45 от 07.03.2007
 

ПЫСĂК пĕлтерĕшлĕ “Сывлăх” наци проектне пурнăç кĕртесси пĕлтĕрхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçланчĕ. Паллах, ЧР Обязательнăй медицина страхованийĕн территори фончĕ сиплев ĕçĕпе хăй ĕçлемест, анчах проектпа килĕшÿллĕн уйăракан укçан пысăк пайĕ медицина учрежденийĕсене шăпах çак тытăм урлă килет. Çулталăк хушшинче мĕн тунă тата мĕн тумалла? Çак ыйтусене хуравлама фондăн ĕç тăвакан директорĕн финанс ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумне Людмила ДАНИЛОВĂНА сĕнтĕмĕр

- Пирĕн тивĕç - нацпроектăн виçĕ çул-йĕрĕпе сиплевпе профилактика учрежденийĕсен тăкакĕсене саплаштарасси, - терĕ Людмила Павловна. - 1-мĕш çул-йĕр - сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсем медпулăшу кÿрессипе çыхăннă патшалăх заданине пурнăçласси. Сăмах Правительствăн 851-мĕш йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн пуçламăш сыпăкри врачсене /участок врачĕсемпе педиатрĕсене, пĕтĕмĕшле практика врачĕсене/ - 10-шар пин, медсестрсене 5-шер пин тенкĕ хушса тÿлесси пирки пырать. Врачсен регистрĕ пур, ăна уйăхсерен çĕнетсе пыраççĕ. Халĕ çав регистрта пирĕн 792 врач тата 1015 медицина сестри. Пĕлтĕр патшалăх заданине пурнăçлама эпир сиплевпе профилактика учрежденийĕсене 190 миллион тенкĕ куçарса панă. Вĕсем 155 миллионĕпе усă курнă.

- Цифрăсем пĕр килменни мĕнпе çыхăннă?

- Йĕрки çапла. Врачсемпе сестрасене те пурнăçланă ĕçшĕн тÿлеççĕ. Отпускра, больничнăй çинче, вĕренÿре, командировкăра пулнă тапхăршăн - çук. Çавна май укçан пĕр пайне фонда каялла тавăрса памалла. Кăçалхи икĕ уйăхра врачсемпе медсестрасен хушма тÿлевĕ валли 32635 пин тенкĕ куçарса панă. Ку ĕç малалла пырать. Правительствăн çĕнĕ 825-мĕш йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн кашни врачпа хушма ĕç килĕшĕвĕ тăваççĕ. Унта çак тÿлеве мĕншĕн - эмел çырса панинчен пуçласа иммунизаци ирттерни таранах - тÿленине тĕплĕн çырса çирĕплетнĕ.

- Иртнĕ çул медучрежденисем диспансеризаци енĕпе пысăк ĕç турĕç. Пĕтĕмлетÿсем пур-и?

- Бюджет сферин ĕçченĕсен хушма диспансеризацийĕшĕн медучрежденисен тăкакĕсене саплаштарни - шăпах нацпроекта пурнăçлассин 2-мĕш çул-йĕрĕ пулчĕ. Граждансемшĕн ку тÿлевсĕр пулчĕ. Пĕтĕмпе асăннă категорири 35-55 çулсенчи 32790 çынна диспансеризациленĕ. Çак ĕçшĕн республикăри сиплев учрежденийĕсем пĕтĕмпе 16395 пин тенкĕ илнĕ - кашни çыншăн хушма 500-шер тенкĕ. Çак укçан 30-35 процентне сиплев учрежденийĕсем диспансеризаци валли кирлĕ материалсем туянма янă, 60-65 процентне - диспансеризаци ирттерекен ансăр специалистсене тÿлеме.

Диспансеризаци кăтартăвĕсене тĕпе хурса сывлăх ушкăнĕсене палăртнă: 1/ сывă çынсем - тĕрĕслев витĕр тухнă çынсен 7,98%* 2/ сывă, анчах хăрушлăх пур çынсем - 11,7%* 3/ хушма амбулатори сиплевĕ кирлисем - 57%* 4/ хушма тĕпчев тата шала кайнă чирсене стационар условийĕсенче сиплени кирлĕ пациентсем - 23%* 5/ хаклă тата пысăк технологиллĕ сиплев кирлĕ пациентсем - 0,05%. Ĕç диспансеризаципе çеç вĕçленмест. Тĕпчев материалĕсене граждансем пурăнакан вырăнти терапевта е участок врачне ярса параççĕ - малалла вĕсем сăнаса тăрĕç. 1-2-мĕш ушкăнсенчи çынсемпе профилактика ирттерĕç, 3-4-мĕш ушкăнсенчи граждансен сывлăхне ятарлă учрежденисенче тĕпчĕç, хаклă, пысăк технологиллĕ сиплев кирлисене сиплес тĕлĕшпе вара Сывлăх сыхлавĕн министерстви пайăр йышăнусем тăвĕ - вĕсене сипленме республика тулашне ярасси таранах.

- Вулаканшăн çакă та интереслĕ пуль: мĕнле чирсемпе ытларах чирлетпĕр?

- Диспансеризаци ирттерсе пĕтĕмпе 71 пине яхăн чир тупса палăртнă. Çав шутра чи нумаййи - эндокрин системин чирĕсем, япаласен ылмашăвĕ пăсăлни /19,7%/, куç тата унăн органĕн /17,4%/, юн çÿревĕн системин чирĕсем /16,5%/. Унтан - шăмă-мышца, шăкпа ар системин чирĕсем. Пĕтĕмпе 9393 çынна диспансерта шута илнĕ. Çакăнта ĕнтĕ пурнăçланă ĕçĕн усси. Мĕн пытармалли, пиртен нумайăшĕ ахаль чух больницăсене çÿреме ÿркенет. Хушма диспансеризаци вара нумайăшне хăйсен сывлăхне тÿлевсĕр тĕрĕслеттерме май пачĕ - чылайăшĕ чирĕ пирки тавçăрман та вĕт. Тĕрĕслени çеç те мар. Сиплев те, каларăм, пулать.

Кăçал диспансеризацие малалла тăсатпăр. Ку хутĕнче тĕрĕслемелли çынсен çулĕсене чикĕлемен. Бюджет сферинче ĕçлекен 35-55 çулсенчи çынсен сывлăхне тĕпченĕ, халь вара ыттисем диспансеризаци витĕр тухĕç - пĕтĕмпе 53 пине яхăн çын. Ку ĕçе кĕçех пуçăнатпăр, халĕ йĕркелÿ тапхăрĕ пырать. Сиплев учрежденийĕсене диспансеризацилекен кашни çыншăн 540 тенкĕ тÿлетпĕр - пĕлтĕрхинчен кăшт ытларах. Ку хутĕнче те çак укçапа материалсем туянма тата врачсене тÿлеме усă курĕç.

- Ансăр специализациллĕ врачсем хăйсен ĕç укçине пĕрремĕш сыпăкри ĕçтешĕсенни пек ÿстерменнипе кăмăлсăрччĕ. Халь çав кăмăлсăрлăх çук теме пулать-тĕр, шалу виçи танлашрĕ пуль?

- Танлашсах мар та, çапах ансăр специалистсемшĕн - курăмлă пулăшу.

Наци проектне пурнăçласа эпир Социаллă страховани фончĕпе пĕрле ĕçленĕ 3-мĕш çул-йĕр - сиплев учрежденийĕсен ĕçлекен граждансене медицина пулăшăвĕ кÿнĕ май пулнă хушма тăкакĕсене - мĕн пур тăкакăн 25% чухлĕ - саплаштарни. Механизмĕ кăткăс, тĕплĕн ăнлантарса тăмăп, анчах çак ĕçшĕн пĕлтĕр республикăри сиплев учрежденийĕсене 19160 пин тенкĕ куçарса панă.

Иртнĕ çул /кăçал пирĕн ку тивĕç пулмасть/ çавăн пекех сиплев учреженийĕсем ĕçлемен пенсионерсене медпулăшу кÿнĕ май пулнă тăкаксемшĕн те вĕсен пĕтĕм виçин 25% чухлĕ укçа илнĕ - 23243 пин тенкĕ.

- Укçапа çыхăннă чылай цифра асăнтăр - пĕтĕмпе хушсан миçе пулать?

- Наци проектне пурнăçланă май Чăваш Енри сиплевпе профилактика учрежденийĕсем пĕлтĕр пирĕн урлă 212600 пин тенкĕ /Соцстрах фончĕ урлă килнĕ 18 миллион тенкĕпе пĕрле/ илнĕ. Çакă наци проекчĕ кÿнĕ хушма укçа темелле. Виçĕм çул, сăмахран, ку укçа пулман. Çакна та шута илĕр: ку - пирĕн урлă килни çеç. Унсăр пуçне - тĕрлĕ оборудовани, ача çуратмалли сертификатсен укçи, санитари машинисем, халăха иммунизацилени... Кăçал та, каларăм, малалла ĕçлĕпĕр - наци проекчĕ икĕ çуллăх тесе палăртнăччĕ вĕт. Малалла та тăсĕç-и - калаймастăп. Хăш-пĕр енĕпе тăсас шанчăк пур.

- Людмила Павловна, ку ыйту наци проекчĕпе çыхăнман-ха, çапах сирĕнпе курнăçнă май ăна та хускатни вырăнлă пуль: халăхăн çăмăллăхлă категорийĕсене тÿлевсĕр эмелсемпе тивĕçтерес енĕпе иртнĕ çул вĕçĕнче пулнă чăрмавсем пирки...

- Сăмах çăмăллăхлă граждансен федераци регистрне кĕртнĕ çынсем пирки пырать. Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра унашкаллисен шучĕ 56085 çынпа танлашнă: вăрçă инваличĕсемпе ветеранĕсем, чернобылецсем, инвалид ачасем тата ыттисем. 2005 çулта вара асăннă регистрта 117 пин çын пулнă, ун чух вĕсен социаллă пулăшă ĕçĕсен пуххине укçапа улăштармалли ирĕк пулман. 2006 çулта çавнашкал ирĕк пачĕç, юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен йышăн 60 ытла проценчĕ укçан илес терĕ. Тÿлевсĕр эмелпе тивĕçтерес ĕç никĕсĕнче вара “сывви - чирлишĕн, пуянни чухăннишĕн тÿлет” текен принцип пулнă. Сыввисем, эмел илменнисем пăрăнчĕç те, регистрта ытларах хаклă эмелсем кирлĕ /тепĕр чух эмелсен хакĕ - вун-вун пин тенкĕ е ытларах та/ çынсем юлчĕç те - вĕсене тÿлевсĕр медикаментсемпе тивĕçтерме укçа çитми пулчĕ. Çавна май иртнĕ çулăн иккĕмĕш çурринче чăннипех перекет режимĕпе ĕçлеме тиврĕ. Поставщиксене тÿлеме те çитместчĕ, вĕсем пире эмелсене кивçенле те панă - халĕ те 2006 çулшăн тÿлесе пĕтермен-ха. Думăра хушма 16 миллиард тенкĕ уйăрас ыйтăва сÿтсе яврĕç. Тен, татах та пулĕ. Кирек мĕнле пулсан та кăçалхи кăрлач-нарăс уйăхĕсем валли палăртнă лимитсен “картине” кĕтĕмĕр, лару-тăру йĕркеллех пуласса шанатпăр.

- Тавах интереслĕ калаçушăн. Сире хапха умне килсе тăнă Хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр, халăха кирлĕ ĕçĕрте ăнăçусем сунатпăр.

- Эпĕ те меллĕ самантпа усă курса хĕрарăмсене çурхи чи ăшă уяв ячĕпе саламласшăн. Чи малтанах мĕн пур хĕрарăма сывлăх сунас килет - вăл пире питĕ кирлĕ. Тата, паллах, телей, юрату!

Николай КОНОВАЛОВ калаçнă.